ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнӗ министра ҫирӗплетнӗ. ЧР Культура министерствине малашне Константин Яковлев ертсе пырӗ.
Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Элтепер Константин Геннадьевича министра ҫирӗплетесси пирки авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Константин Яковлев 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Хусанти патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Константин Геннадиевич Тутарстанра Чӑваш наци культура автономи канашӗн председателӗ, Чӑваш наци конгресӗн канашӗн пайташӗ, Тутарстанри халӑх Ассамблейин канашӗн председателӗ пулнӑ.
Константин Яковлев ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пурнӑҫланӑ.
Казахстан президенчӗн аслӑ хӗрӗ Дарига Назарбаева республика парламенчӗн депутачӗ пулса тӑнӑ. Саккун кӑларакан орган депутатне хӗрне ҫирӗплетесси ҫинчен хушӑва ашшӗ, Нурсултан Абишевич, алӑ пуснӑ.
«Назарбаева Дарига Нурсултановнӑна Казахстан Республикин Парламенчӗн Сначӗн депутатне лартас», — тесе ҫырнӑ президент ӗҫлӗ хутра.
Казахстан правительствинче Назарбаев хӗрӗ премьерӑн ҫумӗ шутланнӑ. Министрсен Кабинетне ҫӗнӗрен йӗркеленӗ хыҫҫӑн ҫӗршыва ертӳҫин хӗрӗ унта лекмен. Анчах уншӑн Дарига Нурсултановнӑн хуҫӑлса ӳкеслех кулянмаллах мар: сенатра ун валли те вырӑн тупӑннӑ.
Ҫакна та пӗлтермелле: Казахстанӑн саккунсем йышӑнакан органӗнче 47 депутат, вӗсенчен 15-шне ҫӗршыв президенчӗ ҫирӗплетет.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнӑ хыҫҫӑн министр портфельне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне Юрий Исаева тыттарас шанчӑк пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ шӑп та лӑп уйӑх каялла пӗлтернӗччӗ. Вӑл хыпара эпир Александр Белов журналист ҫырни тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унта вӑл ку хыпара Элтепер Администрацийӗнчи шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ калани тӑрӑх пӗлнине асӑнса хӑварнӑччӗ.
Чӑн та, тӗрӗсех илтнӗ журналистика мэтрӗ — Юрий Исаева министр пуканне шанса панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. 631-р номерлӗ хушӑва республикӑ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» баннерта вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн спорт министрне Игорь Головин ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хушу кӑларнӑ.
Влаҫ тытӑмӗнчисемшӗн Игорь Вячеславович ҫӗнӗ ҫын мар. Маларах вӑл Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче патшалӑхӑн влаҫ органӗсемпе тата гражданла общество институчӗсемпе ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен пайра консультантра тӑрӑшнӑ.
Республикӑн спорт министрӗн ҫумӗнче ҫутлатӑкран та сахалтарах тимленӗ Борис Атаманова ӗҫри урапана эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, экс-министр ҫумӗн мӑшӑрӗ (пӑтӑрмах вӑхӑтӗнче вӑл та упӑшкипе пӗрле пулнӑ) вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" мар-ши, ҫул-йӗр инспекторӗсене кам чӗнсе илнӗ-ши тесе аптӑранине ӳкерсе илнӗ видео тӗнче тетелӗ тӑрӑх ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлчӗ. Тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ хитре мар кадра федерацин МИХӗсем те пӗлтернӗччӗ.
Улатӑрта паян кинозал уҫӑлнӑ. Вӑл «Лабиринт» суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ. «Космос» ят панӑ кинотеатра уҫма хулара ӗҫпе пулнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Улатӑрти кинозала уҫма Кино фондӗнчен 4,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Инвестор хӑй те укҫа хывнӑ. Вӑл хӑй кӗсйинчен 10 миллион тенкӗ ытларах янӑ. «Кӗмӗл» чаплӑ оборудовани туянма та, ҫемҫе пукан илме те, кондиционерсем вырнаҫтарма та тухса кайнӑ.
Кинозала савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫичченех унта кино кӑтартма тытӑннӑ. Халиччен 3500 ҫын пырса та курнӑ. Нумай-и, сахал-и, анчах кинотеатр уҫӑлнине кура тӑхӑр ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупӑннӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер маларах кинозалсем Канашра тата Ҫӗмӗрлере уҫӑлнине те палӑртса хӑварнӑ.
Вадим Антонов текех министр мар.
Чӑваш Енре шалти ӗҫсен министрӗнче 1997 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен ӗҫленӗ Вадим Антонов юлашки ҫулсенче Красноярск крайӗнче ҫак тытӑма ертсе пырать. Анчах юлашки вӑхӑтра ун пирки: «Ӗҫрен каять», — сӑмах-юмах ҫӳреме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗршывӑн Шалти ӗҫсен министерствин, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин, Следстви комитетӗн тӗрлӗ тытӑмӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан сакӑр генерала ӗҫрен хӑтарма РФ Президенчӗн 435-мӗш номерлӗ паянхи указӗпе йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫуралнӑ, Чӑваш Ен ШӖМне ертсе пынӑ Вадим Антонов юлашки ҫулсенче Шалти ӗҫсен министерствин Красноярск крайӗнчи Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗнче 2011 ҫултанпа тӑрӑшрӗ.
Паян Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне Александр Жукова ӗҫрен хӑтарнӑ. 578-р номерлӗ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Министр ҫумӗнче тӑрӑшнӑ ҫынна мӗншӗн ӗҫрен хӑтарассине йышӑнура каламан.
Министр ҫумӗнче Александр Георгиевич кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеме тытӑннӑччӗ.
Шупашкар хулинче ҫуралнӑ Александр Жуков 1991 ҫулта республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи электромеханика колледжне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл программа управлениллӗ станоксене йӗркелеме тата ӗҫлеттерме хӑнӑхнӑ май техник-электромеханик специальноҫне алла илнӗ. Мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк кунпах ҫырлахман — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Унтан вӑл 1996 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Хальхинче экономист-менеджер профессине алла илнӗ.
Федерацин наркотӗрӗслев службин республикӑри управленине чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ Евгений Барсуков генерал-майора «Управление автомобильных дорог Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленийӗ) хысна предприятине ертсе пыма шаннӑ. Ку должноҫре Евгений Николаевич хальлӗхе пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
Евгений Барсуков Чӑваш Ен Правительствине куҫас хыпар тӗнче тетелӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗринче кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчех сиксе тухрӗ-ха. Наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем, миграци служби РФ Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмне куҫнӑ хыҫҫӑн Евгений Барсукова республика шайӗнче пысӑк должноҫсене виҫҫӗ таран сӗнни пирки те илтме тиврӗ. Анчах ку вӑл — официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтерни мар, хамӑр ҫӑлкуҫсен хыпарӗ.
ЧР спорт министрӗн ҫумӗ Борис Атаманов ӗҫри урапана эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнине, унпа пулнӑ хӗрарӑм вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" мар-ши тесе аптӑранине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Тӳре-шара урапа рулӗ умне ларман тесе хытах туннине пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видео та аван ҫирӗплетет. Министерствӑра ӗҫлекенпе пӗрле пулнӑ хӗрарӑм Борис Атаманова хӳтӗлесе ҫул-йӗр инспекторӗсемпе тем пекех тавлашни те арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырассинчен хӑтарайман. Унтан та ытларах: тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ыйтнипе ЧР Спорт министерствинче йӗркеленӗ ятарлӑ комисси служба тӗпчевӗ пуҫарнӑ. Паянах министр ҫумне ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Кун пирки ЧР правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин хушу кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх вӑхӑтра хӑш-пӗр улшӑну пулса иртме пултарать. Ку вӑл кадрсемпе ҫыхӑннӑ.
Республикӑри паллӑ журналистсенчен пӗри Александр Белов ҫырнӑ тӑрӑх, республикӑн вице-премьерӗ — строительство министрӗ Олег Марков ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ пулать. Министр пуканне вӑл Строительсен кунӗ иртсе кайсан (ӑна ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ) пушатмалла-мӗн.
"Тӗрлӗрен сӑмах ҫӳрет. Ҫынсем кун пеккине калаҫма юратаҫҫӗ. Анчах хальӗхе нимӗнле йышӑну та туман", — тенӗ Олег Марков вице-премьер журналиста.
Ҫав вӑхӑтрах ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев республикӑн парламентне, социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине куҫас шухӑшлӑ пулнӑ, анчах Михаил Игнатьев Элтепер ирӗк паман имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |